Хумма Ҫеменӗ (чӑн ячӗ-шывӗ Семен Фомич Фомин) — чӑваш ҫыравҫи. 1903 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. 1936 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче йывӑр чире пула вилнӗ.
Хумма Ҫеменӗ ҫавӑн пекех Чӗкеҫ псевдонимпа паллӑ.
СССР Ҫыравҫисен пайташӗ (1934 ҫултанпа).
Ҫемен чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.
Ялти пуҫламӑш, Шӑхасанти икӗ класлӑ (1917), унтан ялти икӗ сыпӑклӑ шкулсенче вӗреннӗ. 1920 ҫулта Хусанта тухса тӑракан «Канаш» хаҫат редакцине тӑлмач ӗҫне вырнаҫнӑ, ӗҫленӗ вӑхӑтрах ҫӗр йӗркелӳ техникумӗн каҫхи уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Хаҫатӑн литература сотрудникӗ, пай заведующийӗ, ответлӑ секретарӗ тата редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
1926 ҫулта Вӑтам Азипе Кавказри ҫӗршывсене ҫитсе курнӑ. Пӗр вӑхӑт Ашхабадра тухса тӑракан «Туркменская искра» хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ. 1927–1932 ҫулсенче Шупашкарти типографире корректор ӗҫӗсене туса пынӑ. 1932–1936 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература кӗнекисене редакциленӗ.
Хумма Ҫеменӗ калавсемпе сӑвӑсем, повеҫсем, роман, очерксемпе статьясем ҫырнӑ, вырӑсларан чӑвашла Н.Некрасов, А.Кольцов, А.Фет, Ян Райнис, Г.Тукай, У.Уитмен, В.Гюго, Д.Рид тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене куҫарнӑ. «Выҫлӑх ҫул» ятлӑ пӗрремӗш калавӗ 1923 ҫулта пичетленсе тухнӑ.
Пӗрремӗш «Ҫиҫӗм ҫиҫет, ҫуталать» сӑвви 1920 ҫулта пичетленнӗ.
Унӑн хайлавӗсене шкул программине кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫырнӑ ӗҫсем Чӑваш литературин антологине вырнаҫнӑ.
Хайлавӗсем пурӗ 10 кӗнекере пичетленнӗ.